Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чи хаваслӑ кун - ТИН ушкӑн

Авторӗсем: Николай Казаков, Борис Чиндыков

Ир-ирех кулать паян хӗвел,
Ир-ирех юрлать паян вӑрман.
Ир-ирех туллии паян тӗпел.
Хавхаланнӑ кунӑм ман.

Хушса юрламалли:
Яланах ҫуралнӑ кун
Чи хаваслӑ, кӗтнӗ кун
Яланах ҫуралнӑ кун
Телейпе ҫиҫет ман чун

Кайӑксем вӗҫеҫҫӗ савӑнса,
Чечексем ҫунаҫҫӗ ялкӑшса
Тӑвансем килеҫҫӗ юратса
Тус-юлташпа пухӑнса.

Ырӑ кӑмӑл, савнӑҫ вӗҫленми.
Ангелсен асамӗ сывлӑшра.
Пархатарӗ унӑн иксӗлми
Емӗр-ӗмӗрех ӑшра.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

reflejo тӳрлетнӗ, информацие 2006-01-13 01:17:21 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3003 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем